Репортажи ГТРК Чувашии о постановке Чувашгосансамбля

«Концерта Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ. Ӑна Аслӑ уяв умӗн кӑтартса Ҫӗнтерӗве туптанӑ пин-пин ҫынна халалланӑ. Чӑваш Ен ертӳҫи куракансене историри чи йывӑр ҫулсем пирки аса илтерчӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхӗ ӗмӗр асра юласса шаннине пӗлтерчӗ. Программа тӗрлӗ ӑрури куракансемшӗн кӑсӑклӑ пулӗ. Вӑл чӑннипех те хамӑр халӑхпа тата тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫлантарать.»