Ансамбль – чăвашăн чун-чĕри. Интервью с Юрием Васильевым

Хăйĕн ĕçне чун-чĕрепе парăнса  юратакан çын çеç пĕр вырăнта  чылай çул пурнăç кăларса тăратакан йывăрлăхсене парăнмасăр  вăй хума пултарать. Çакăн пеккисенчен пĕри вăл Чăваш патшалăх  академи юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Юрий Васильев. Унăн ĕçĕ чăнласах та курăмлă. Пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать, ансамбль пирĕн тăван çĕршывăн мăнаçĕ, хисепĕ, илемĕ.  Апла пулсан ку сумлăхра илемлĕх ертÿçин тÿпи те пур. Ансамбльте вăй хуракансем хамăр тăрăхра çеç мар, Раççейпе тĕнче шайĕнче те  Чăваш Ен ятне-чапне çĕклеççĕ. Хăй ĕçне юратакан  Юрий Васильева хаçат тĕпелне чĕнтĕм.   Сăмах çăмхине сÿтнĕ май калаçмалли тупăнсах пычĕ.

— Юрий Васильевич, калаçăва кун-çулăрти чи савăнăçлă тата хурлăхлă самантсенчен пуçлар пуль…

— Пурнăçăмри савăнăçсем  пĕр-пĕр мероприяти ирттернипе çыхăнман.  Чи пысăк савăнăç вăл — искусство тĕнчипе çывăхланни, унти пулăмсене тĕпчесе чунпа пуянланса çĕнелни. Çак пулăмсем  ман чуна ăшăтаççĕ. Искусство тĕчинче яланах çĕнĕ савăнăç тупма пулать.  Çĕнĕ спектакль курни, çĕнĕ кĕнеке вулани, çĕнĕ юрă итлени – маншăн вӗçех савăнăç.  Çавăн пекех çĕнĕ пейзаж курни те пысăк савăнăç. Сăмахран, Испани çĕршывĕнче    фестивальте пулнă чух тусем хушшинчен тухакан хĕвел пайăркисем тÿпене  тĕрле тĕспе черченлетни халь те манăçран тухман. Пурнăç хурлăхсăр та иртмест. Пĕчĕк чух пĕчĕк хурлăхсем, ÿснĕçем вĕсен калăпăшĕ те ÿсет. Ман ăру   хальлĕхе пĕтĕмпех кайса пĕтмен-ха ку çĕр çинчен.   Анчах та çултан-çул туссене ĕмĕрлĕхе çухатнăран пурнăçăм хĕсĕнсе пырать. Каякансем хăйсен вырăнĕсене  пушатса хăвараççĕ, вĕсене вара  урăххисем  тултараймаççĕ. Музыка тĕнчинех илер. Федор Павлов  вырăнне тепĕр пултаруллă композитор йышăнаймĕ. Аннепе аттене те никам та улăштараймĕ. Пурнăç хутлăхĕ тăвăрланса  пыни чуна ыраттарать. 

— Паянхи куна илсен, 75 çул тултартăр пулсан та ĕçлетĕр-ха. Кун-çулăрти 45 çула вара ĕçпе çыхантарнă, ĕçе халалланă. Хăвăршăн çеç мар, тăван тĕнче хитрелĕхĕшĕн нумай   тăрăшатăр.

— Пурнăç ытла та хăвăрт иртет. Ĕç килĕшнипех сисмесĕрех çак çула çитрĕм. Ятарлă музыка пĕлĕвĕ  илсен Шупашкарта культура училищинче 7 çул вĕрентрĕм. Çамрăксене искусство тĕнчипе паллаштартăм. Ансамбле ĕçлеме килсен вара чăваш юррисемпе çывăхлантăм. Паллах, халăх юррисене эпĕ пĕчĕкренех пĕлнĕ. Анчах та халь вĕсене  илемлетсе, пуянлатса  халăха каялла тавăрса пани – питĕ кăткăс тата интереслĕ пулăм. 

— Кашни çын юрра шалтан туяймасть, сас кăлтăкĕсене   илтмест.  Теприне юрлама та вĕрентеймест.  Çут çанталăк пани кирлех. Эсир вара пĕр çынпа çеç мар, хорпа ĕçлетĕр. Умра тăракан кашни юрăçăн сассине  илтетĕр. Сасă кĕвĕпе пĕр килнипе килменнине тÿрех асăрхатăр. Юрăçсене юрлама  чарса çĕнĕрен юрлаттаратăр.

— Хор дирижерĕ пулас тесен  ятарласа вĕренмелле. Кашни çыннăнах чун пур. Юрăçăн вара хăйĕн чунне сасси витĕр кăларса  итлекен патне çитермелле. Пĕрин тăрăшсан та юрра чунран  шăрантарасси пулсах каймасть.  Ăслă артиста илсен,  вăл саспа ĕçлеет. Виççĕмĕшне интуици панă. Кĕвве  туйса чунĕпе юрлаять. Хор валли тăватă саслă юрăçсем  кирлĕ. Ĕçе илнĕ кашни юрăç хăй вырăнĕнче. Çавăнпа та хорта юрлама темĕнле илемлĕ саслă юрăç килсен те ăна ĕçе илейместпĕр.   Ансамбль валли юрăçем суйланă чух  сасă тĕрĕсленипе  çеç çырлахмастпăр,  сăн-пите, кĕлеткене  те  шута илетпĕр. Сасса залра ларакан патне илсе çитерме пултарни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ансамбль республикăн сăнĕ пулнине манар мар. Вăл халăхăн чи илемлĕ юрри-ташшине кăтартать. Артистсем çинчи кĕпе-тум та  сапăр пулмалла.  Ытти халăх та  чăваш хитре, мăнаçлă  иккенне куртăр. Лару-тару тĕрлĕрен пулать. Пирĕн пата ĕçлеме килнисем ерипен нумай япалана вĕренсе çитеççĕ. Сцена çинчен халăх ăсне, пултаруллăхне  те кăтартмаллах.

— Чылай ют тăрăхра чăваш ятне çĕкленĕ ансамбль. Европăна та, Америкăна та çитнĕ эсир.  Тĕрлĕ халăх ушкăнне  курса хакланă. Ыттисем хушшинче чăвашсем  уйрăлса тăраççĕ-и?

— Чăваш питĕ сăпайлă халăх.   Кавказ тăвĕсем  çинчи халăхсем  мар эпир. Вырăссен те ташă хусканĕвĕсем кăткăсрах.  Пирĕн ташăсем ытларах классика шайĕнче. Алла еплерех тытмалла, урапа епле ĕçлемелле. Çак хусканусен  хăйсен саккунĕ пур. Ансамбль  балетмейстерĕ Александр Ангаров   хăй вăхăтĕнче  чăваш ташшин меслечĕсене  чылай вĕрентрĕ.  Пирĕн ансамбле ют тăрахра йышăнаççĕ, пĕлеççĕ, хаклаççĕ. Сцена çинче ытларах чăваш ташши-юррине кăтартма тăрăшатпăр. Ансамбле  чăваш халăхĕн юрри-ташшине упраса, çăлса хăварас тĕллевпе  йĕркеленĕ. 1924 çулта вăл наци хорĕ шутланнă, 1939 çулта  унран  хальхи ансамбль туса хунă,  1994 çулта  «академи» ятне панă. Революци хыççăн Раççейре  фольклора пĕтерме шут тытнă. Кăштахран  çак йăнăша ăнланса илнĕ те шăп та лăп фольклор халăх чунĕ иккенне шута илсе çак енсене атăлантарма пуçланă.

— Паянхи  ансамблĕн тĕп шăнăрĕ фольклор пулса тăни аван. Ку енĕпе сирĕн шухăша тĕплĕнрех пĕлесчĕ.

— Тĕпчевçĕсем фольклорта халăхăн чăн-чăн чунне кăтартакан сийсене шыранă. Композиторсем пурнăç саманчĕсемпе çыхăннă  юрра-ташша  тупса илемлетнĕ.  Хăй вăхăтĕнче тĕпчевçĕсем  нумай япалана çырса илсе паянхисем валли сыхласа хăварма пултарнă. Чылай халăх юрри архивра упранать. Паянхи ялсемпе хуласенче урăхларах лару-тăру. Енчен те ĕлĕк юрăсене çултан-çул халăх хăй юрласа майласа çитернĕ пулсан, паянхи юрăсен авторĕсем пур.  Хăй тĕллĕн вĕреннĕ кĕвĕ ăстисем чунĕнче, пуçĕнче мĕн пуррине  хут çине шăрçалаççĕ, юрра итлекен патне çитереççĕ. Пĕр чăнлах çеç, наци искусствине пултаруллă, ятарласа музыкăна вĕреннĕ  пысăк шайри композиторсем  çеç çĕклеме тата аталанарма пултараяççĕ.

— Ансамблĕн  тĕп тематики еплерех юрăсенчен тăрать-ши?

— Пĕтĕмешле илсен репертуара халăх юррисенчен калăплатпăр. Халăх искусствине фольклор урлă илемлетсе, хальхи итлекен кăмăлне çырлахтарса упраса хăварасси пирĕн тĕп тĕллев. Халăхра пур юрра  та ытларах пĕр саспа, хутран-ситрен икĕ саспа юрлаççĕ. Эпир тĕпчевçĕсем пухнă юрăсене Европа шайне илемлетсе çитерсе халăх патне каялла çитеретпĕр. Пур профессиллĕ композитор  та кĕвве хăйĕн чунĕнчен шăратса  кăларать. Чăваш композиторĕсем   вара кĕвве чăвашла хайлаççĕ. Пирĕн профессиллĕ музыка епле аталанса пынине те халăха кăтартмаллах. Ташă лартассипе те  тĕплĕн ĕçлетпĕр.  Пĕр хусканăва çур сехет те ташлама пулать, анчах та пилĕк минутранах ку  куракана йăлăхтарать. Çавăнпа ташша та аталантармалла. Талантлă балетмейстер хăй те ташă хусканăвĕсене шутласа тупма пултарать. Уйрăм çынсен илемлĕ хусканăвĕсене те  ташăра усă курма тăрăшатпăр. Йăла-йĕркепе çыхăннă ташăсене те анлăн усă куратпăр.  Сăмахран, ялта е хулара туй виçĕ куна тăсăлма пултарать. Эпир вара сцена  саккунне шута илсе туя 10 минутран ытла кăтартмастпăр.  Йăлăхтарать. Туя сцена çинче кĕске, çав вăхăтрах туллин лартасси те пысăк ăсталăх.

— Ансамбль юрăпа ташă ансамблĕ шутланать. Репертуарта хăшĕ нумайрах: юрă е ташă?

— Чăваш ытларах юрлама кăмăллать. Çцена синче хорпа та, уйрăм та юрлатпăр. Çавна пулах репертуарта юрăсем ытларах. Ман архивра 10 пин ытла юрă упранать. Чăваш революцинчен чухăн пурăннă. Пÿрт тăррисене те улăмпа витнĕ. Анчах ĕлĕкхи чăвашăн чунĕ пуян пулнă. Чун ытарлăхне юрăпа тĕрĕ витĕр кăларнă.  Çурçĕр Кавказа илсен, кунти халăхсем хĕрÿ  ташлаççĕ. Туркменсемпе узбексем юрă-ташăпа палăрмаççĕ. Вĕсем  хăйсен ушкăнĕсене исусствăлла майпа йĕркеленĕ. Ĕненетĕп, юрăпа ташă ансамблĕ чăваш искусствине  çăлса хăваратех. В.Милютин, И.Нянина балетмейстерсем ансамбль валли ятарлă ташăсем хатĕрлесе параççĕ.

— Эсир пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Умлăн-хыçлăн çак тĕнчене8 ача килнĕ. Аçăрпа аннĕрĕн юрату çинчен калаçса ларма вăхăт та пулман, яланах ĕçленĕ  тетĕр…

— Эпĕ Вăрнар  районĕнчи Вăрманкас ялĕнче куç çути курнă. Çемьере  пурте тенĕ пек юрăпа ташăпа çывăх пулнă.  Аппасем те юрлама ăстаччĕ. Анчах та эпĕ  çеç  ку енĕпе профессионал  пулса тăтăм. 70 çултан иртнĕ   абайран (аннерен) пĕррехинче: Эсĕ аттене юратнă-и?»-тесе ыйтрăм. «Паллах», — пулчĕ хуравĕ. Хăйне çураçма килсен  чирлĕ тесе улталаса янă. Пĕрлешнĕ чух атте 17 çулта, абай 18 çулта пулнă. Кукаçи Пĕрремĕш  тĕнче вăрçинче пуçне хунă. Кукамай ачисене ура çине пĕччен тăратнă. Асатте енĕсем вăтам пурăннă.  Асаттене  çурт туянса панă. Хатĕр çуртра саксăр  пуçне урăх нимĕн те пулман. Ыттине асатте  хăй тĕпленĕ. Колхоза кĕнĕ чух кил-хуçалăхра мĕн пуррине  веçех пуçтарса тухса кайнă. Атте хăй çинчен каласа пама юратмасчĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен аманса таврăннă.  Абай вăрçă вăхăтĕнче Сăр чиккине тунă çĕре   çĕр чавма хутшăннă.  Эпĕ çакна мана аслисем  каласа панă тăрăх çеç пĕлетĕп.

— «Ялта пурăнакан ача пулмасть ку», — тесе  каланă сирĕн пирки аçăр…

— Ача чух кĕнеке вулама юрататтăм. Аттепе абай  хăйсем хушшинче калаçнă чух: «Юркка кам пулать-ши пирĕн? Килте пурăнакан ача мар, каснă чĕлĕ», —  тенĕ имĕш атте ман пирки.  Ансамбле килни – мана çут çанталăк панине уçăмлатни. Мана ăнчĕ. Орлов–Шуçăм ĕçе илчĕ. Малтанхи утăмсем  çăмăлах пулман кунта. Кашни çĕнĕ çынна кунта шăлпа кăшлатчĕç. Ура çинче çирĕп тăрайрăм. Тытăнса юлтăм. Юррăн тĕп шăнăрĕ —  кĕвĕ. Юрăсене илемлетес енĕпе чылай ĕçлерĕм.

— Ансамбль чĕрĕ организм. Пĕрисем ĕçе кĕреççĕ, теприсем ĕçрен каяççĕ. Пĕрле ĕçленисен  кун-çулне улăштарма пултарнă тĕслĕхсем пур-и?

— Пĕтĕмĕшле илсен ансамбльти артистсен  шăписене ытлах улăштарман эпĕ.  Çавах мĕн  каланине, сĕннине  ăнланакансем, итлекенсем пулнах, паллах.

— Сирĕн çемье- ансамбль.

— Çемьере темле çын та пур. Хăш-пĕр хĕрсем качча тухсан ача çуратнă хыççăн килте нумай лармаççĕ, тÿрех ĕçе тухаççĕ, теприсем виçшер çул  ача пăхаççĕ.  Çамрăк артистсем пĕччен юрласшăн. Хорта хăйсене никам та асăрхамасран шикленеççĕ. Пĕрисем репертуарти пĕр-ик юрăпах çырлахаççĕ, теприсем юрă хыççăн юрă калăплаççĕ.  Чылай артиста хăй пек пулнăран кăмăллатăп.

 — Эсир ансамбльти артистсене сумлă ятлă тăвас тесе самаях тăраштăр…

—  Май пур таран. Веçех манран килмест çав…

— Çуллантăр  пулсан та яш каччă пекех чупса çÿретĕр, тутăр  çинче  яланах ăшă кулă çиçет… Сиртен асамлă вăй-хăват тапса тăрать…

— Çут çанталăк пани веçех. Эп хресчен ачи пулса ÿснĕ. Хресчен апачĕпе çырлахатăп. Апат енчен ытлашши иртĕхместĕп. Вăлчасем çиместĕп.  Оптимиз туйăмне чунра  тытса тăратăп. Мана хавхаланса пурăнма  искусство  пулăшать. Çынсенчи ырă туйăма курма пĕлетĕп. Кунсăр пуçне юрăсенчи сăнарсем мана мораль енчен  тытса тăраççĕ.

— Хора пĕр чăмăр пек тытма пĕлетĕр…

— Кашни юрăçпа уйрăм ĕçлеме тивет. Кунта кăткăслăх пурах. Професси мелĕсене тарăн чухламалла, пĕлмелле. Çулсем иртнĕçем опыт та пухăнать.  Хор юрă юрланă чух   алăпа, пÿрнесемпе, куçпа калаçатăп юрăçсемпе.  Репертуара куракана хăпартлантарас тесе  калăплатпăр. Концерт тăршшĕпех ташăпа юрă сыпăнса пыраççĕ.  Концерта  яланах хаваслă ташă-юрăпа вĕçлетпĕр.

— Кăмăл хăш самантра  çырлахуллăрах: концерт умĕн е  хыççăн?

— Малтан концерт йĕркеллĕ иртнĕшĕн савăнатăн, каярах чун пушанса юлать. Концерт вĕçленсен киле çитетĕп те  радио та итлес килмест, телевизор та курас  килмест. Концерт вăхăтĕнче артистсене пĕр ытлашши сăмах та каламастăп.  Тепĕр кун вара концерта хакласа  тишкеретĕп. Тунă кăлтăксем пирки асăрхаттаратăп.

— Ансамбль пуласлăхне еплерех  куратăр?

— Эп ĕçрен кайсан ман вырăна урăххи килет. Паллах, кăткăс ыйтусем сиксе тухаççех. Юрăçсем ман ĕç стильне аван пĕлеççĕ. Вĕсен тепĕр çынна хăнăхма тивет. Ку йĕркеллĕ пулăм. Пурнăç малаллах. 

— Калаçăва пĕтĕмлетер пуль…

— Эпĕ хам пурнăçăн пысăк пайне  йĕркеллĕ пурăнса ирттертĕм.  Чылайăшĕ хăйĕн  пурнăçне юратман ĕçре  ирттерет. Эпĕ ку енчен илсен  телейлĕ çын. Ансамблĕн вăй-халĕ пур, апла пулсан унăн пуласлахĕ те пур.                                  Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Статья «Тăван Ен» хаçатра пичетленсе тухнă / статья опубликована в газете «Тăван Ен» 5 августа 2021 г.

Оставить комментарий